Ача пахчисене хӑҫан уҫасси паллӑ мар. Кун пирки паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев каларӗ.
«Шел пулин те, вӑхӑт пирки татса калама йывӑр, мӗншӗн тесен лару-тӑру тӑнӑҫланса ҫитмен. Пӗтӗм тӗнчери институтсенчен чылайӑшӗ хӑйсен унчченхи прогнозӗсене пӑрахӑҫланине куратпӑр. Мӗншӗн тесен вӗсем малтан каланисем пурнӑҫланса пымаҫҫӗ», – терӗ паянхи пресс-конференцире регион ертӳҫи.
Кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ чару мерисене виҫӗ тапхӑрпа ҫемҫетсе пырассине аса илтерчӗ вӑл. Хальлӗхе эпир пӗрремӗш тапхӑр шайӗнчине палӑртрӗ. Апла пулсан мерӑсене ҫемҫетме иртерех.
Ача пахчисене пур ҫӗрлӗ уҫасси кӑшӑлвирус лару-тӑрӑвӗнчен тӳрремӗнех килӗ.
Кӑҫал пирӗн республикӑра 9 ача пахчи уҫма палӑртнӑ. Вӗсенчен пиллӗкӗшне Шупашкарта туса лартасшӑн, унсӑр пуҫне пӗрер — Элӗк, Куславкка, Ҫӗрпӳ тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче.
Ача пахчисем тума 2020-2021 ҫулсенче 1 648,7 млн тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, учрежденисене хӑпартма патшалӑх экспертизине ака-ҫу уйӑхӗсенче илӗҫ. Хальлӗхе вара «Солнечный-4» (чӑв. Хӗвеллӗ-4) микрорайонта 110 вырӑнлӑх, «Хӗвеллӗ-7» микрорайонта 250 вырӑнлӑх ача пахчисем хӑпартма ирӗк илнӗ те. Ҫӗрпӳре ача пахчи тума утӑ уйӑхӗнче экспертиза хатӗр пуласса шанаҫҫӗ.
Атӑл леш енчи ача пахчине подрядчикӗн пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнчех туса пӗтермелле палнӑ. Анчах вӑл паян, пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, ҫеҫ уҫӑлнӑ.
Сосновкӑри «Лукоморье» ача пахчинче 150 шӑпӑрлан валли вырӑн хатӗрленӗ. Унта пилӗк ушкӑн пулӗ: пӗри – ясли. Ҫавӑн пекех унта музыка тата вӑй-хал культурин занятийӗсене ирттермелли пӳлӗмсем, бассейн, методпӳлӗм, логопед пӳлӗмӗ, апатлану тата медицина блокӗсем пулӗҫ.
Ашшӗ-амӑшӗ Сосновкӑра ача пахчи пуласса тахҫанах кӗтнӗ, халӗ вӗсем куншӑн савӑннӑ. Паян унта черет ҫук.
Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта 1,4 пин ача валли ача пахчисенче вырӑн ҫитмест. Темиҫе ҫултан халь хута каякан шкулта та вырӑн ҫитмӗ. Сӑмах май, вӑл Шупашкарти чи пысӑк шкул пулӗ – 1600 ача валли. Ку ыйтӑва правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра сӳтсе явнӑ.
Микрорайонта 9 пин ытла ҫын пурӑнать, вӗсенчен 3,2 пинӗшӗ – ачасем.1-7 ҫулсенчи ачасем – 2300 ытла. Унта хальлӗхе 4 ача пахчи хута янӑ, пӗтӗмпе – 810 вырӑнлӑх. Эппин, 1,4 пин ача валли хальлӗхе вырӑн ҫук.
Ҫавна май микрорайонта тата ача пахчисем тӑвасшӑн. Застройщик тепӗр икӗ ача пахчи тӗлӗшпе проект хатӗрлеме палӑртнӑ. Ку кӑна мар, тепӗр шкул валли те проект тӑвӗҫ. Палӑртмалла: халӗ хӑпартакан шкула ҫитес вӗренӳ ҫулӗ валли уҫмалла.
Чӑваш Енри паллӑ сӑвӑҫ Альбина Юрату вӗҫӗмех шкулсене, вулавӑшсене, ача пахчисене тухса ҫӳрет. Паян вӑл Шупашкарти 178-мӗш ача пахчинчи шӑпӑрлансемпе курнӑҫнӑ.
Сӑвӑҫ Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, ачасемпе тӗл пулни ӑна яланах хаваслантарать. Альбина Юрату хӑйӗн сӑввисене вуланӑ.
Ачасемпе тӗл пулма ача пахчин воспитательници Татьяна Тихонова чӗннӗ. Асра юлмалли тӗл пулушӑн сӑвӑҫ ӑна тав тунӑ, пур енлӗн ӑнӑҫу суннӑ.
Паян Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта ача пахчи уҫӑлнӑ. Унӑн пӗлтӗрех уҫӑлмалла пулнӑ-ха, анчах вӑхӑтра ӗлкӗреймен. Ҫӗнӗ ача пахчинче ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та пулса курнӑ.
«Лучик» ятлӑ ача пахчине 250 шӑпӑрлан ҫӳреме пултарӗ. Унта 14 ушкӑн пулӗ, ҫав шутра – ясли те. Ҫӗнӗ ҫурт хӑтлӑ та хитре: легостуди, музыка тата гимнастика залӗсем, психолог, логопед пӳлӗмӗсем, бассейн пур. Пӗтӗмӗшле илсен, ача пахчи шӑпӑрлансене йышӑнма хатӗр, лицензи кӑна ҫук. Ӑна пӗр уйӑхран илӗҫ.
Каласа хӑварар: кӑҫал «Солнечный» микрорайонта тепӗр ача пахчи тума палӑртнӑ, унта 110 ача валли вырӑн пулмалла. 2020 ҫулта Шупашкарта 6 ача пахчи хута ярасшӑн.
Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнчи шкула 70 ҫул каялла, 1950 ҫулта, уҫнӑ. Тӗлӗнмелле те, пӗлӳ ҫурчӗ халӗ те ӗҫлет, унта халӗ 9 класра 74 ача вӗренет.
Икӗ хутлӑ ҫурт конструкцийӗ самаях кивелнӗ, стенасем юрӑхсӑра тухнӑ, тимӗр тӑрӑ тутӑхнӑ. Спорт тата акт залӗсем ҫук.
Патӑрьел район администрацийӗ «Ҫеҫпӗл» ача пахчи ҫумне (ӑна 1989 ҫулта хута янӑ) пристрой тума сӗнет. Ҫурта икӗ пая уйӑрасшӑн, пӗринче пуҫламӑш классем вӗренмелле, тепринче – икӗ ушкӑнлӑ ача пахчи. Унта спортзал та пулмалла.
ЧР Вӗренӳ министерстви ҫакна ырланӑ. Пристроя кӑҫал тума тытӑнмалла.
Шупашкарти виҫӗ ача пахчи ҫӗршыври чи лайӑх учрежденисен йышне кӗнӗ. Кун пирки хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ хыпарлать.
Шупашкарти 19-мӗш, 128-мӗш тата 205-мӗш ача пахчисем «Раҫҫейри ертсе пыракан тӗп учрежденисем» Пӗрлехи наци реестрне кӗнӗ. Ҫак йыша хӑйсен ӗҫне пахалӑхлӑ пурнӑҫлакан учрежденисем кӗрееҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех ҫак реестра регионта социаллӑ пӗлтерӗш ҫӗнсе илнӗ, ӳсекен ӑрӑва патриотлӑх туйӑмӗ парас ӗҫе тӳпе хывнӑ ача пахчисемпе шкулсем лекме пултараҫҫӗ.
2021 ҫӳл тӗлне Чӑваш Енри ача пахчисенче черет пулмӗ. Ҫапла шантараҫҫӗ республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче.
Асӑннӑ ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 ҫулта (2012-2021 ҫулсенче) пирӗн тӑрӑхра 71 ача пахчи хута ямалла. Вӗсенче 12 пин те 920 ачалӑх вырӑн пулӗ. Ача пахчисене тума 8 миллиард тенкӗ ытла уйӑрмалла.
2021 ҫул вӗҫӗнче ҫулталӑк ҫурӑран аслӑрах ачасен шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсене лекес тесе черет кӗтме тивмӗ. Халӗ ҫак тӗллеве 26 районпа хуларан 16-шӗнче пурнӑҫлама май килнӗ.
2012-2018 ҫулсенче 8 пин вырӑнлӑх 47 ача пахчи хута янӑ. Кӑҫал та ҫак ӗҫ малалла тӑсӑлнӑ. Килес ҫул Элӗк, Куславкка, Ҫӗрпӳ районӗсенче пӗрер, Шупашкарта 6 ача пахчи хута яма палӑртнӑ.
Паян Шупашкарта харӑсах виҫӗ ҫӗрте ача пахчисем уҫӑлнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ вӗсенчен пӗрне, «Садовӑй» микрорайонти «Кубик-рубик» 203-мӗш ача пахчине, уҫма хутшӑннӑ.
203-мӗш ача пахчинче ачасене чӑвашла та вӗрентеҫҫӗ иккен. 240 вырӑнлӑ ҫав ача пахчине хута яма хыснаран 175 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Паян уҫӑ учрежденире музыка тата физкультура занятийӗ валли пӳлӗмсем, бассейн, методика, логопед, психолог пӳлӗмӗсем, медицина блокӗ, компьютер класс, LEGO-студи валли пӳлӗм пур.
Ача пахчинче пулса курнӑ Роза Власова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, ушкӑнсенче ачасем пысӑк хӑнасене чӑваш наци апачӗпе: хуран куклипе, пӳремечпе — хӑналанӑ.
Унсӑр пуҫне паянах «Ҫӗнӗ хула» тата «Кувшинка» микрорайонсенче те шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсене уҫнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |